Главная | Регистрация | Вход | RSSВторник, 14.05.2024, 00:27

БОУ ЧР "Ибресинская общеобразовательная школа-интернат для обучающихся с ограниченными возможностями здоровья"

Меню сайта
Календарь
«  Апрель 2021  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
Статистика

Онлайн всего: 7
Гостей: 7
Пользователей: 0
Официальные сайты
Оценка услуг
Главная » 2021 » Апрель » 23

 5-9 классенче вĕренекенсем шкулти акт залне пуçтарăнчĕç. Ачасем тăван чĕлхе çинчен сăвăсем вуларĕç, "Çак çĕре эсир пĕлетĕр-и?" видеопрезентаци пăхрĕç. Августа Уляндина юрлакан «Чăваш енне килсе курсамăр» юрра киленсе итлерĕç, эрне пĕтĕмлетĕвĕсем турĕç.

 

... Читать дальше »

Просмотров: 232 | Добавил: evgeniya2304 | Дата: 23.04.2021

 Чăваш чĕлхипе литература пĕлтерĕшне, сумне, ачасен интересне ÿстерес тĕллевпе шкулта «Чăвашăн çепĕç чĕлхи» викторина иртрĕ. Викторинăна 5-9классенче вĕренекенсем йышлăн хутшăнчĕç, тĕрлĕ енлĕ ыйтусем çине хуравларĕç.

Просмотров: 260 | Добавил: evgeniya2304 | Дата: 23.04.2021

  21 апреля , в п. Кугеси, в Центральном доме культуры Чебоксарского района, состоялась торжественная церемония награждения победителей ХI Межрегионального конкурса детского творчества «Асамлă тĕрĕ тĕнчи – 2020 ... Читать дальше »

Просмотров: 187 | Добавил: evgeniya2304 | Дата: 23.04.2021

 2-мĕшпе 3-мĕш класра вĕренекенсем чăвашла мультфильмсем пăхрĕç.«Уйăх çинчи хĕр», «Йăван-паттăр»,«Чее тилĕ» мультфильмсем ачасене килĕшрĕç. Чăваш халăх юмахĕсем ырра, ăса, пархатарлăха вĕрентеççĕ. "Чăвашла мультфильмсем тата ытларах пулччăрччĕ", - терĕç ачасем.

Просмотров: 144 | Добавил: evgeniya2304 | Дата: 23.04.2021

 8-мĕш класра вĕренекенсем урокра чăваш халăх историйĕ çинчен калаçрĕç.Чӑваш тенӗ сӑмах чи малтан XVI ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнчи историне кӗнине, пирӗн аслӑ асаттемӗрсем пӑлхар ятлă пулнине пĕлчĕç. Тумхахлă пулнă иккен пирĕн мăн асаттемĕрсен кун-çулĕ.

 

/Иллюстрация взята из открытых источников информации/

Просмотров: 161 | Добавил: evgeniya2304 | Дата: 23.04.2021

 Нумаях пулмасть 4-мĕш класра вĕренекенсем К.В. Иванов «Нарспи» поэмăри «Çуркунне»сыпăка пăхмасăр калама вĕреннĕччĕ. Паян вара вĕсем Константин Васильевич Иванов пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашрĕç, интереслĕ мультимедиллĕ презентаци пăхрĕç. Константин Иванов пӗтӗм пурнӑҫне, талантне чӑваш халӑхне панӑ, вилĕмсĕр «Нарспи поэма çырса хăварнă. Унăн пурнăçĕн шăпи кĕске пулни ачасене хумхантарчĕ. «Тата мĕн чухлĕ ырă ĕç тунă пулĕччĕ нумайрах пурăннă пулсан», - пăшăрханса калаçрĕç ачасем.

Просмотров: 151 | Добавил: evgeniya2304 | Дата: 23.04.2021

 5-мĕш класс ачисем урокра Тăван çēр-шыв, тăван кēтес çинчен калаçрĕç. Чăваш çĕршывĕ тăрăх виртуаллă экскурсие тухса вĕçтерчĕç. Тăван çēр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пулса курчĕç. Тăван çēр-шывран хакли, илемли нимēн те. çуккине тепĕр хут курса ĕненчĕç.

Просмотров: 168 | Добавил: evgeniya2304 | Дата: 23.04.2021

 6-мĕш класра вĕренекенсем урокра чăваш халăхне çутта кăларакан, çӗнӗ чăваш çырулăхне йӗркелесе янă И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе тата ӗçӗ-хӗлӗпе паллашрӗç.И.Я. Яковлев чăвашсене ырă çынсем пулма, ваттисене хисеплеме, хастарлă та ěçчен пулма вěрентнĕ. Чăвашсене пěр-пěрне пурнăçра пулăшса пыма, тăван чěлхене юратма, упрама каласа хăварнă. Ачасем И.Я. Яковлевăн çак сăмахĕсем паянхи кун та питĕ пысăк пěлтерěшлě пулнине палăртрĕç.

Просмотров: 160 | Добавил: evgeniya2304 | Дата: 23.04.2021

 Апрелĕн 25 – мĕшĕнче, пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ чăваш чĕлхи куне уявлать. Çак кун чăваш çырулăхне йĕркеленĕ И.Я. Яковлев çуралнă. Уява хамăр республикăра кăна мар, аякра пурăнакан чăвашсем те чысласа хатĕрленеççĕ. 7-мĕш класра вĕренекенсем «Ачалăх географийĕ» серири «Чăваш ен ачисем» документлă фильм пăхрĕç. Ку фильма çамрăк журналистсем ÿкернĕ иккен. Фильмăн тĕп геройĕсем – ачасем. Вĕсем куракансене чăваш çĕршывĕпе, чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, хăйсен ĕмĕчĕсемпе паллаштараççĕ. Фильм тăван çĕршыва, тăван чĕлхене юратма, атте-аннене хисеплеме вĕрентет.

Просмотров: 149 | Добавил: evgeniya2304 | Дата: 23.04.2021

 Коллектив "Театральная гостиная", под руководством Кривушовой Е.В. и Трофимовой Е.И., стал лауреатом III Республиканского фестиваля-конкурса творчества детей с ограниченными возможностями здоровья "Вдохновение". Поздравляем ребят и желаем им дальнейших творческих успехов и побед.

Просмотров: 125 | Добавил: evgeniya2304 | Дата: 23.04.2021

Актуально
Проекты
Важно


Поиск по сайту
Обратная связь
Наш опрос
Удовлетворены ли вы качеством услуг,оказываемых нашей школой
Всего ответов: 97
Мы в соцсетях
Друзья сайта