5-9 классенче вĕренекенсем шкулти акт залне пуçтарăнчĕç. Ачасем тăван чĕлхе çинчен сăвăсем вуларĕç, "Çак çĕре эсир пĕлетĕр-и?" видеопрезентаци пăхрĕç. Августа Уляндина юрлакан «Чăваш енне килсе курсамăр» юрра киленсе итлерĕç, эрне пĕтĕмлетĕвĕсем турĕç.